Мускавра сывлӑх сыхлав системинче пулса иртекен реформӑсем пирки илтнех пулӗ. Ак иртнӗ канмалли кунсенче те унта халӑх чылайӑн пухӑнса митинг ирттернӗ. Ку лару-тӑру Чӑваш Ене пулӑшасса шанаҫҫӗ иккен — сывлӑхпа социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова планерка вӑхӑтӗнче ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тухтӑрсем тӑван тӑрӑха таврӑнасса кӗтет.
Чӑваш Енре тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Пысӑк шалу шыраса сахал мар ӑста Мускавпа Мускав облаҫне тухса кайнӑ, унта тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем таврӑнсан Чӑваш Енри пульницасенче ҫитмен тухтӑрсен йышне 30% таран пӗтерме пултарӗҫ имӗш. Хальхи вӑхӑтра вара пирӗн сывлӑх системинче тухтӑрсен йышӗ кирлинчен 60,3% кӑна иккен. Уйрӑмах район пульницисенче кирлӗ ӑстасем ҫук.
Сӑмах май, «Земство тухтӑрӗ» программа республикӑри лару-тӑрӑва кӑшт лайӑхлатма пулӑшнӑ теҫҫӗ. Унпа усӑ курса ялти сывлӑх учрежденийӗсене 239 тухтӑр вырнаҫнӑ (11-ӗшӗ кӑна каярах килӗшӗве татса программӑран тухнӑ пулать). Татьяна Богданова каланӑ тӑрӑх пирӗн пульницасене тата пӗр 100 тухтӑр патнелле кирлӗ. Вӗсем уйрӑмах Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче ҫителӗксӗр.
Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем Улатӑр районӗнчи ӗҫтешӗсемпе тахҫанах туслӑ ҫыхӑну тытни пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем асӑннӑ районти Ҫӗнӗ Эйпеҫри Культура ҫурчӗпе туслашнӑ иккен.
Иртнӗ эрнере «Савӑнӑҫ» вокал ушкӑнӗ каллех Улатӑр районне ҫитсе килнӗ. Ара, маларах асӑннӑ Культура ҫурчӗ ҫур ӗмӗрхине паллӑ тунӑ-ҫке. Унти куракансем Патӑрьел тӑрӑхӗнчи маттурсене кӑмӑлтан йышӑннӑ-мӗн. Улатӑр район администрацийӗн культура пайӗ вӗсене юбилей мероприятийӗнче савӑнӑҫ кӳнӗшӗн дипломпа та хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (8)
Ялта чиркӳ пурри халӑхшӑн паха. Анчах Совет тапхӑрӗнче чылайӑшне ҫӗмӗрнӗ. Ҫав вырӑнсенче халӗ пуш-пушӑ. Хӑшӗ-пӗри чиркӗве ҫӗнӗрен хӑпартма талпӑнать.
Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ҫыннисем ялта хӑйсен вӑйӗпе чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче кунта та чиркӳ пулнӑ-ха, анчах тӗрлӗ сӑлтава пула ӑна 1937 ҫулта ишсе антарнӑ.
Кун хыҫҫӑн ял халӑхӗ 77 ҫул юнашар ялти чиркӳсене ҫӳренӗ. Кӑҫал акӑ вӗсем никӗсе янӑ. Ҫак ӗҫе чылай ҫын хастар хутшӑнать: Николай Матренин, Василий Сергеев, Николай Кузнецов, Юрий тата Анатолий Кузнецовсем. Вӗсем пулӑшнипе строительство ӗҫне пуҫӑнмашкӑн укҫа пухӑннӑ.
Ҫулла ял халӑхӗ пӗренесене хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче строительство бригади стенасене туса пӗтернӗ те тӑрӑ ҫине куҫнӑ. Храма унчченхи вырӑнтах ҫӗклеҫҫӗ.
Чиркӗве ҫӗклемешкӗн Ҫӗнӗ Эйпеҫ ҫыннисем кӑна мар, ыттисем те пулӑшаҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра урнӑ тилӗ, кушак пирки унта та кунта илтме пулать. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра карантин пулнине палӑртнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари службин специалисчӗсем республикӑри 10 уйӑхри лару-тӑрӑва пӗтӗмлетнӗ.
Кӑҫал 10 уйӑхра ветеринари службин специалисчӗсем майракаллӑ шултра выльӑх лейкозпа чирленине, сальмонеллеза, пастереллеза, пыл хурчӗсен чирне тупса палӑртнӑ.
Ҫак тапхӑрта урнӑ чирпе чирлӗ 11 чӗрчуна палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче 5 тилӗ, 3 мӑйракаллӑ шултра выльӑх, 3 кушак.
Лейкоза пула Улатӑр районӗнчи 5 ҫын хуҫалӑхӗнче асӑрхаттару пулнӑ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн катараллӑ горячка чирне Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче палӑртнӑ. Кайӑк-кӗшӗк сальмонеллезпа чирлӗ тӗслӗх — Хӗрлӗ Чутай районӗнче, пастереллез — Тӑвай тата Ҫӗмӗрле районӗсенче. Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗмӗрле районӗсенче пыл хурчӗсем чирлине палӑртнӑ.
Хальлӗхе республикӑри 21 вырӑнта мӑйракаллӑ шултра выльӑх лейкозпа чирлӗ.
Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Республикӑна 15 БМВ автомобильпе Мускавран патшалӑхӑн автонинспекцийӗн ӗҫченӗсем килсе кайнӑ. Теприсем «Вӗсем водительсене тустараҫҫӗ кӑна!» — тесе те сас-хура кӑларнӑ иккен.
«Тахӑшӗ Мускавсем «чӗрнеллӗ» резинӑллӑ машинӑсен водителӗсене — вун-вун ҫынна — «Ш» паллӑсӑр пулнӑшӑн штрафланӑ тесе ҫырнӑ та — пуҫланнӑ вара! Шупашкарти лавккасенче хайхи «Ш» паллӑсем юлман-мӗн — пӗтӗмпех туянса пӗтернӗ. Ҫакна хам та асӑрхарӑм: халӗччен автомобильсем ҫинче ҫав паллӑсем курӑнсах каймастчӗҫ, тӗп хула инспекторӗсем килсен вара «Ш»-па паллӑ тунисем — шӑкӑрин. Мускавран килнӗ инспекторсенчен пӗринпе калаҫатӑп та — кулать: «Эпир унашкаллишӗн никама та чарман-ҫке...» Вӑт, сас-хура вӑйӗ мӗнешкел!», — тесе хыпарлать пичет кӑларӑмӗ.
Эрнекун вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрпа Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче пулнӑ, шӑматкун — Канашра, вырсарникун — Патӑрьелте. БМВсен «эшкерӗ» Вӑрмар, Тӑвай районӗсем тӑрӑх та ҫаврӑнчӗ.
Мускавран килнӗ Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ тӗллевлӗ центрӗн уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ иккен, Мускава куҫиччен чылай ҫул республикӑра ДПС полкне ертсе пынӑ.
Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче ҫӗнӗ икӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хутшӑннӑ.
Ача пахчисем Улатӑр районӗнчи Чуварлей ялӗнче тата Канаш районӗнчи Шӑхасанта уҫӑлнӑ. Вӗсене патшалӑх программипе килӗшӳллӗн хута янӑ.
Чуварлейти ача пахчине тумашкӑн 61 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Унта 80 ача ҫӳреме пултарӗ. Ҫуртра гимнастика тата музыка пӳлӗмӗсем, медицина блокӗ, апатланмалли пӳлӗм, кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм пур. Сӗтел-пукан та ҫӗнӗ.
Шӑхасанти ача пахчи 92 шӑпӑрлана йышӑнма пултарӗ. Ӑна унчченхи икӗ шкулӑн ҫуртне ҫӗнетсе хута янӑ. Пӗтӗмпе 38,7 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Унта та ачасене аталанмашкӑн йӑлтах пур.
Иван Моторин мероприятире юлашки вӑхӑтра патшалӑх ача пахчисен ыйтӑвне ҫине тӑрса татса панине палӑртнӑ. 2011-2013 ҫулсенче 23 ача пахчи хута кайнӑ. Кӑҫал 14 ача пахчи ӗҫлеме тытӑнмалла. Вӗсенчен пӗр пайӗ хута кайнӑ ӗнтӗ. Теприсем ҫулталӑк вӗҫлениччен хӑйсен алӑкне уҫмалла.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх сунар служби Кайӑксене ункӑлакан Мускаври центрпа килӗштерсе ӗҫлет иккен. Асӑннӑ тытӑмпа центра ункӑланӑ кайӑксем пирки пӗрне пӗри пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫуркунне Ултаӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче шур ҫамкаллӑ хур аҫине асӑрханӑ. Вӑл ура лапине ункӑланӑскер пулнӑ. Кайӑксене ункӑлакан Мускаври центртан пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хура 2013 ҫулхи рашатвӑн 12-мӗшӗнче Голландире ункӑланӑ. 130 кунтан ӑна Улатӑр районӗнче асӑрханӑ. Ҫав тапхӑрта хур 2709 километр вӗҫсе иртнӗ.
Кунсӑр пуҫне центрта маларах ункӑланӑ кӑвакала — шӑнкалча — асӑрханине пӗлтернӗ. Ӑна 2006 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче хрантсуссем паллӑ тунӑ. 2007 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫурҫӗр поселок ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Ункӑланӑ тата ӑна тытнӑ вырӑн хушши 3582 километрпа танлашнӑ.
Ункӑланӑ кайӑка курсан Патшалӑхӑн сунар служби ҫӳлерех асӑннӑ центра малашне те пӗлтерсе тӑма шантарать.
Кайӑксене вӗсен ҫулне пӗлсе тӑма ункӑлаҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ҫӗршыв сумлӑ ҫак уява паллӑ тума хатӗрленет.
Улатӑр хулинче те тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Унта тыл ӗҫченӗсене тата вӑрҫӑ ачисене халалласа палӑк лартасшӑн. Улатӑр нимӗҫсене ҫӗнтерессишӗн нумай тӑрӑшнӑ. Унти госпитальте пин-пин салтак, офицер сипленсе каллех фашиста хирӗҫ тӑнӑ. Хулари предприятисем фронта ҫар хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Улатӑрта эвакуациленӗ производствӑсем вырнаҫнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра палӑка ӑҫта лартасси пирки тата унӑн проекчӗ ҫинчен шухӑшлӗҫ. Тен, ӑна «ВЛКСМ: 30 ҫул» паркра Совет Союзӗн Паттӑрӗсен М.П.Боронинӑн е В.Ф.Ветвинскин скверӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Мэри халӑх сӗнӗвне те шута илӗ. Ҫак ыйтупа 8(83531) 2-03-39 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Палӑка халӑх укҫипе лартасшӑн. Ҫапла майпа Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисене сума сӑваҫҫӗ-мӗн.
Улатӑр тӑрӑхӗнче тӗрмерен тухакансем валли ӗҫ вырӑнӗ тупса парассипе ҫине тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Асӑннӑ хулапа районта вырнаҫнӑ айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен организацисем тата вырӑнти ӗҫлӗх центрӗ пӗрле пулнипе малараха сене ӗҫе ятарлӑ палнпах пурнӑҫласа пырать-мӗн.
Сӑмах май, вӑл тӑрӑхра икӗ тӗрме, юсанмалли 2-мӗш номерлӗ колони тата 8-мӗш номерлӗ колони-поселени.
Кӑҫалхи сакӑр уйӑхра 2-мӗш колонире «Шанчӑк» ятпа консультаципе информаци кунӗсем тӑватӑ хутчен ирттернӗ. Унта 187 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Колони-поселенире айӑплава ирттерекенсем валли ун йышшине виҫӗ хут йӗркеленӗ тата пӗр хут — ваканси ярмӑркки. Колони-поселенире ирттернӗ мероприятисене 155 ҫын хутшӑннӑ.
Кун пеккисем тӗрмерен тухакансене пурнӑҫри хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшас тӗллевли паллӑ ӗнтӗ. Ӗҫлӗх центрӗ урлӑ вӗренсе професси алла илме май пуррине те вӗсене ӑнлантарса параҫҫӗ.
Улатӑр районӗнчи Чуварлей ялӗ 250 ҫул тултарнӑ. Ҫуралнӑ куна ял шӑматкун паллӑ тунӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.В. Климкин уҫнӑ. Ял халӑхне саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Г. Романов тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Романов шучӗпе ку ялӑн мухтанмалӑх сӑлтавӗ пур: унӑн кун-ҫулӗ пуян, ҫыннисем мухтавлӑ. Ял ҫултан ҫул аталанса пырать тесе шухӑшлать иккен район администарцийӗн пуҫлӑхӗ. Чӑн та, унта ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ, 80 вырӑнлӑх ача пахчи туса лартнӑ. Яла хӑтлӑх кӗртнӗ май вӑл сарӑлса пырать иккен.
Ҫак ялти Денис Апраскин ятлӑ тӑлӑхшӑн ялӑн 250 ҫулхи уйрӑмах асра юлӗ. Ӑна ҫӗнӗ хваттер уҫҫи тыттарнӑ.
Уявра концерт, тӗрлӗ чыслав тата ытти те пулнӑ.
Сӑнсем (65)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |